Шанчăка (шанчăк) [шанăçа] çухат терять / потерять надежду.
— Эпĕ ĕнтĕ, эсир килместĕр пулĕ, çаплипех вилме тивет тесе, пĕтĕм шанчăка çухатнăччĕ. М. Данилов-Чалтин. Пурнăçра шанчăк çухатнисем ирĕксĕрех мĕнпе те пулин, мĕнле те пулин чуна йăпатмалли майсемпе меслетсем шыраççĕ. Уйăп М. Ăсансене пемелли вăхăт тахçанах иртсе кайни çинчен илтсен, самаях пăшăрханса ӳкрĕ. Анчах сунара каяс шанăçне вăл çухатмарĕ-ха. В. Краснов-Асли. Шанăçне çухатнă Марье мотоцикла тĕксе малалла утрĕ. А. Емельянов. Пирĕн çынна чи малтанах ĕнентерсе, ăс парса, ырă туса вĕрентмелле. Унсăрăн этем хаярланма, шанăçа çухатма пултарать. В. Алентей.
Çавăн пекех пăхăр:
шантаруллă шанташ шану шанчăк « Шанчăка çухат » шанчăклă шанчăклăн шанчăклăх шанчăклат шанчăксăр